
Тутарстанпа чикӗллӗ вырнаҫнӑ ҫармӑс ялӗнче, Мари Эл республикинчи Морки районне кӗрекен Шоруньжа ялӗнче, пысӑк форум иртнӗ.
Ҫав яла Тутарстанри «Сувар» хаҫат финпа угор тӗнчин культура шӗкӗр хули тесе хаклать. Ҫапла хисеп туни ытахальтен мар. Асӑннӑ ялта «кашни ҫул финпа угор халӑхӗсем культурӑн тӗп вырӑнне палӑртаҫҫӗ» иккен. «Шоруньжа ӑна тивӗҫлӗ пулнинчен иккӗленмелли ҫук, мӗншӗн тесен кунта мари этнокультура комплексӗ нумай ҫул ӗҫлет, мари халӑх культурине аталантаракан центр пур», — хыпарлать «Сувар».
Ҫармӑс ялӗ Эстонири Обиницара иртнӗ финпа угор ялӗсен II форумӗнче иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтерсе вӑл ята тивӗҫнӗ.
Финпа угорсен фестивальне 30 ытла коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Чӑваш Республикинчи икӗ ушкӑн: Шупашкарти «Уяв» тата Патӑрьел районӗнчи «Пашьел».

Патӑрьел районӗнчи ача пахисенчен пӗрин ертӳҫи хуран сутса ята кӗнӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫине ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ, ӑна Патӑрьел район судне ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тата 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хӗрарӑм-ертӳҫӗ инвентаризаци хутне тата техника тӑрӑмне пӑхнин актне суйса хатӗрленӗ. Ача пахчинчи ӑшӑ хуранӗсем юрӑхсӑр тесе кӑтартнӑ. Вӗсене 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вырӑнти пӗр ҫынна 4 пинпе сутнӑ. Ӑшӑ хуранӗсен хакӗ ҫав вӑхӑтрах 56 пин тенкӗ ытларах тӑнӑ.

Суд приставӗсем Чӑваш Енре ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. Палӑртмалла: Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫыннӑн чи пысӑк парӑм. Унӑн 1 миллион та 700 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Ачисене алимент тӳлемен ашшӗ-амӑшӗ ытларах Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Унти кашни 68-85-мӗш ҫын – алиментщик.
Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк , Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисен йышӗнче те алимент тӳлеменнисем пур. Вӗсем пӗтӗмпе – 21 ҫын.

Ыран, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Элӗкре «Виръял шевлисем» йӑлана кӗнӗ фестиваль иртӗ. Вӑл 19 сехетре пуҫланмалла.
Элӗк район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурса ҫулталӑкра пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Мероприятие унти хкастарсем кӑҫалхипе 24-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна вӗсем регионсен шайне кӑларнӑ.
«Виръял шевлисем» фестивале кӑҫал Элӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Патӑрьел районӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале ҫитес кӑмӑллине тӗрлӗ тӑрӑхри 30 ытла ҫын пӗлтернӗ. Вӗсем — 15-рен пуҫласа 40 ҫул таранчченхисем.
Фестиваль-конкурса хутшӑнакансен чӑвашла икӗ юрӑ юрламалла. Вӑл эстрада юрри, хӑй ҫырнӑ юрӑ, тӗрлӗ мелпе илемлетнӗ чӑваш халӑх юрри пулма пултарать.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗн пульницине 40 ҫулти хӗрарӑма илсе килнӗ. Хайискер наркӑмӑшланни паллӑ пулнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби акӑ мӗн хыпарлать: хӗрарӑм килте йӑнӑшпа гербицид ӗҫнӗ. Вӑл тимсӗрлӗхне пула ҫак хутӑша 50 грамм ӑша янӑ. Ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: вӑл ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнӑ.
Пульницӑна илсе пырсан хӗрарӑма тухтӑрсем медпулӑшу панӑ: унӑн хырӑмлӑхне тасатса кӑларнӑ, унтан киле янӑ.

Чӑваш Енре цифра телекуравӗ сӳнме пултарать. «Ӗҫлеттерсе ячӗҫ кӑна-ҫке, мӗн амакӗ тата?» — тесе тӗлӗнме кирлӗ мар.
Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цифра телекуравӗ тикӗс те паха ӗҫлетӗр тесен ӑна вӑхӑтра тӗрӗслемелле. Ҫавна май Раҫҫейӗн телекуравӗпе радиовещани сечӗн Чӑваш Енри филиалӗн специалисчӗсем радиотелекурав станцийӗсенче профилактика ӗҫӗсем туса ирттерӗҫ. Ҫавна вӗсем ҫу уйӑхӗн 27-31-мӗшӗсенче пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ.
Профилактика ӗҫне Хӗрлӗ Чутайӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейӗнче, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырминчи тата Чӑпкасри, ҫавӑн пекех Етӗрне районӗнчи станцисенче ирттерме палӑртнӑ.
Ишлейре ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16-ччен профилактика енӗпе тимлӗҫ, Чӑпкасра — ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Ыхраҫырминче — ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен, Етӗрне районӗнче — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Хӗрлӗ Чутайӗнче — ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен.
Профилактика вӑхӑтӗнче телекурав сигналӗ вӑхӑтлӑха сӳнме пултарӗ. Ӗҫе вӗҫлесен вӑл йӗркеленсе кайӗ.

«Эпир ялшӑн тӑрӑшса ҫунса пурӑнсан унӑн пуласлӑхӗ пурах. Ҫуралнӑ тӑван кӗтес аталанса пытӑр тесен алӑ усса лармалла мар. Унӑн малашлӑхӗ пирки кунран кун шухӑшламалла. Пирӗн тӑрӑхра кун пек маттур та пуҫаруллӑ, тӑван ен шӑпишӗн ҫунакан ҫынсем пайтах», — хыпарланӑ Патӑрьел районӗнчи Первомайски ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.
Ӗнер унта ял сӑн-сӑпатне хитрелетсе тӑракан стелла уҫнӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе «ырӑ кӑмӑллӑ ял йыш тӑрӑшнипе, депутатсемпе аякра пурӑнакан ентешсем пулӑшнипе» пурнӑҫланӑ.
Стеллӑна уҫмашӑкӑн Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Никитин, Патӑрьел район депутачӗсем Алексей Емельяновпа Димитрий Выросов, Шупашкарти «Весна» предпиряти ертӳҫи Вячеслав Камышев, «Сидели» ял хуҫалӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Александр Иванов, районти «Авангард» хаҫат редакторӗ Александр Козлов тата ыттисем пухӑннӑ.

Патӑрьел районӗнчи тӗп вулавӑшра «Вспомним всех поименно...» (чӑв. Пурне те ятран асӑнар)" кӗнекене хӑталнӑ.
Ӗҫӗн авторӗсем — Кивӗ Ахпӳртри А. Салминпа А. Павлова иккен. Вӗсем — ашшӗпе хӗрӗ. Пӗрле пулса ҫавсем тӑваттӑмӗш кӗнеке пичетленӗ.
Кӗнекене пахалама районти таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсем, библиотекарьсемпе музей, архив ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, авторсен ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳрши-аршисем, вулакансем пухӑннӑ.
600 ытла страницӑллӑ кӗнекере ҫыравҫӑсем Туҫа ял тӑрӑхне кӗрекен ҫичӗ ялтан граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ хастарсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Истори чӑнлӑхне ҫирӗплетес тесе авторсем Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи архивсен докуменчӗсемпе, ученӑй-историксен материалӗсемпе тата ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех Япони, Венгри, Чехословаки, Афган, Чечня вӑрҫисене хутшӑннисене те манса хӑварман. Кӗнекере вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ял пурнӑҫне, вӑрҫӑ ачисем ҫинчен ҫырнӑ тӗрленчӗксемпе те паллашма пулать.
«Ку кӗнекене ман Туҫа ял тӑрӑхӗн энциклопедийӗ тесе калас килет. Пур енӗпе те паха та пуян кӗнеке», — тесе хак панӑ Чӑваш Республикин журналистсен союзӗн членӗ, Н.

Паян ҫӗрле, 1 сехет те 32 минутра, Патӑрьел районӗнче 15 ҫулти каччӑна машина вилмеллех ҫапса хӑварнӑ. Ку пӑтӑрмах Шӑхачпа Аслӑ Чемен ялӗсен хушшинчи ҫул ҫинче пулнӑ.
Водитель авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Руль умӗнче 30 ҫулти арҫын ларнӑ, унӑн права пулман. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Салонра тепӗр 5 ҫын ларнӑ.
«Каярахпа водитель те, пассажирсем те каччӑ ҫул хӗрринче выртнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем ӑна тӳрех асӑрхайман-мӗн. Салонри ҫынсем хӑраса ӳкнӗ, авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Водителе килте ирхи 4 сехет ҫурӑра тытса чарнӑ.
Ҫапса хӑварнӑ каччӑ ҫав самантрах, васкавлӑ медпулӑшу киличчен, вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Каччӑ ҫур ҫӗр варринче ҫул ҫинче мӗн туса ҫӳренине те палӑртма тивӗ.

Чӑваш Енри паллӑ художниксем: Юрий Ювенальев тата унӑн ывӑлӗ Сергей (вӑл та ашшӗн ҫулне суйланӑ, художник-дизайнер) — археологи комплексӗ уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӑна вӗсем Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗ патӗнчи территорире йӗркелесшӗн.
Археологи комплексне икӗ пайран тӑвасшӑн: X-XII ӗмӗрсенчи хаклӑ археологи объекчӗсене тӗпе хурса тата ҫулӑн тепӗр енче вара авалхи вырӑнта тупнӑ евӗр объектсем пулӗҫ. Ҫав шутра — «шурӑ» тата «хура» мунча. Вӗсене Ювенальсем вутӑпа хутмалла тӑвасшӑн. Унтах хӑна ҫурчӗсем, музей, администраци офисӗсем, инженери инфраструктури, хуҫалӑх блокӗ пулӗ.
Тикеш ялӗнчен хӗвеланӑҫнерех вырнаҫнӑ тӗлте тума палӑртакан комплекс «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ.
Проекта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн ларӑвӗнче тишкермелле.
